• Рәхим итегез сайтка! Сорауларыгыз булса телефон 89061365460
Четверг, 05:28, 19.03.2020

Ветеран асаилĕвĕ — ахахпа тан пуянлăх

Ветеран асаилĕвĕ — ахахпа тан пуянлăх

Ветеран асаилĕвĕ — ахахпа тан пуянлăх

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа кăçалхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче 75 çул çитет. Хаяр вăрçă республикăри кашни киле кĕрсе тухнă, кашни çемьене йывăр хуйхăпа пусарнă.

Çак çулсенче чăваш çĕрĕнчен Тăван çĕршыва хÿтĕлеме çĕр-çĕр çын тухса кайнă. Пысăк йышран çуррийĕ тăван тăрăха чĕрĕ-сывă çаврăнса çитеймен. Çĕнтерĕве кĕтсе илсе арканнă çĕршыва ура çине тăратассишĕн ырми-канми вăй хунисем те çулран-çул сахаллансах пыраççĕ. Комсомольски районĕнчи акă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем тăватă ял тăрăхĕнче кăна пурăнаççĕ. Пурĕ те вуннăн кăна вĕсем. Çак çынсем — халăх пуянлăхĕ, мухтавĕ! Вĕсен харсăрлăхĕ, паттăрлăхĕ тăшмана тĕп туса тăнăç пурнăçа çывхартма пулăшнă.

Вăрçă çулăмĕ витĕр тухнисен ахахпа тан аса илĕвĕ çитес ăрусем валли юлакан чи пысăк пуянлăх. Вăрçă ветеранĕсен сăмахне сыхласа хăварни ăрусен çыхăнăвне çирĕплетме, истори чăнлăхне упрама пулăшать. Çакна тĕпе хурса Комсомольски районĕнчи «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕн экскурсовочĕ Василий Васильев, «Хыпар» хаçат журналисчĕсем Сергей Журавлев тата Валентина Багадерова ырă ĕç пуçарнă: районти кашни ветеран патне çитме тĕллев лартнă.

Ĕнер вĕсем çула тухрĕç. Çак ĕçе Комсомольски, Хирти Сĕнтĕр, Урмаел, Тукай ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ертÿçисем хастар хутшăнчĕç. Ушкăн Комсомольски салинчи Павел Захарович Сорокин, Урмаелти Зинетзян Алиякберович Абрахманов, Минетулла Минязетдиноич Зиятдинов, Хирти Сĕнтĕрти Иван Яковлевич Салмин, Алексей Михайлович Галкин, Вутланти Василий Петрович Зверев патĕнче пулчĕç. Ветерансем хăнасене хапăл туса кĕтсе илчĕç. Вĕсем патне вăхăт тупса килнĕшĕн питĕ савăнчĕç, хăйсене манманшăн чĕререн тав турĕç. Кашниех сĕтел хушшине йыхравларĕ, чейпе сăйланма хистерĕ.

Кăмăллă хуçасем патĕнче калаçăвĕ те савăк пулчĕ. Вăрçă чарăннăранпа нумай çул иртнĕ пулин те ватă салтаксен асĕнче вутра çуннă çамрăклăхĕпе çыхăннă самантсем паянхи пек çутă упранаççĕ. Тăхăр вунă çултан каçнă сумлă ватăсем вăрçă кайнисене, хаяр çапăçу кунĕсене, таврăнсан мирлĕ ĕçе кÿлĕннисене аса илчĕç, хăш-пĕр тĕлте куççульленчĕç те. Вăрçă ветеранĕсен асаилĕвĕсем çитес вăхăтра «Хыпар» хаçатра кун çути курĕç.

…Вăхăт шелсĕр. Вăл этем пит-куçĕнче пĕркеленчĕк тарăн йĕрсем хăварса шав малалла чупать. Кашни йăрăм — хăй пĕр пулăм. Кун-çул таппи çын куçĕсенче те çырăнса юлать. Ветерансен куçĕнчен тинкеретĕн те çав çулсен чуппине асăрхатăн. Ĕмĕрĕнче нумай терт-нуша курма тивнĕ пулин те çав куçсем усалланман, хаярланман. Вĕсем çаплипех ăшă çутăпа йăлкăшаççĕ… Сергей Журавлев фотокорреспондент кашни ветеранăн сăн ÿкерчĕкне турĕ. Вĕсемпе Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне районти халăх музейĕнче йĕркелекен ятарлă куравра паллашма май пулĕ.

Валентина Багадерова